Виҫӗмкун, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Тани Юн актисӑна аса илчӗҫ — «Слава и трагедия Тани Юн» (чӑв. Тани Юн чапӗпе асапӗ) театрланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Ӑна паллӑ актриса ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллӑртса ирттерчӗҫ.
И.С. Масимов-Кошкинскийӗн мӑшӑрне аса илсе иртрренӗ каҫра тӗрлӗ тӳре-шарасӑр пуҫне Тани Юн пӗртӑван хӗрӗ, Етӗрнере ҫуралса ӳснӗ Светлана Березкина, Пётр Градов сӑвӑҫ-тӑлмач, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ актёрӗ Андрей Градов, Светлана Асамат сӑвӑҫ тата ыттисем пулчӗҫ. Светлана Березкина хальхи вӑхӑтра Тани Юнпа И.С. Максимов-Кошкинскийсен япалисене упрать, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатас ӗҫре вӑй хурать.
Литература каҫӗнче Етӗрнери тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем Тани Юнӑн пурнӑҫри саманчӗсене кӑтартса унӑн кун-ҫулне ҫутатса пачӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑвӑсем вуларӗҫ, Тани Юн монологӗсене сцена ҫинчен каласа пачӗҫ, «Сӑр ен» халӑх ансамблӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗ.
Вӑрӑммипе вӑрӑм та-ха ӗнтӗ, анчах Чӑваш Еншӑн кӑна чи вӑрӑм кӗпер шутланӗ. Унӑн тӑршшӗ — 1 242 метр пулӗ, ку вӑл ҫухрӑм ытла. Кӗперпе ҫыхӑннӑ ҫула та шутласан — 4 373 метр таранах пулать. Чи малтанлӑха ҫул икӗ полосаллӑ ҫеҫ пулӗ, каярах, иккӗмӗш тапхӑрта тепӗр иккӗ хушӑнӗҫ. Ҫул сарлакӑшӗ — 7,5 метр. Кӗпере 120 ҫх/сх хӑвӑрлӑхпа ҫӳреме юрать. Кӗпере туса ҫитернӗ хыҫҫӑн талӑк хушшинче ун урлӑ 25 750 машшин каҫма пултарӗ.
Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере тума пурӗ 4,9 милиард тенкӗ тӑкаклама планланӑ. 1-мӗш пайне кӑҫал хута ярӗҫ, ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, ӑна уҫма хатӗрленеҫҫӗ.
Чӑваш Енре каллех Йошкар-Олапа Мускав хушшинче ҫӳрекен автобуспа пӑтӑрмах пулса иртнӗ — хальхинче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав проспекчӗн 7-мӗш ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Мускавран Йошкар-Олана ҫул тытакан Мерседес автобуспа Skoda Octavia ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинри икӗ пассажир вырӑнтах леш тӗнчене ӑсаннӑ, вӑйлӑ суранланнӑ водителе пульница леҫме тивнӗ. Автобусри 49 ҫынран пӗри те аманман. Мерседес водителӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫӑмӑл машина ун ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран вӗҫсе тухнӑ, вӑл нимӗн те тума ӗлкереймен. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх Skoda Octavia водителӗ руль умӗнче ҫулталӑк ытларах ҫеҫ ларнӑ иккен.
Автобус пассажирӗсем валли тепӗр транспорт хатӗрӗ тупса вӗсене Йошкар-Олана янӑ.
Асаилтеретпӗр, Йошкар-Оларан Мускава ҫӳрекен рейслӑ автобуспа нумай пулмасть тепӗр пӑтӑрмах пулсан иртнӗччӗ — Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобус «Мерседес» тиев машинипе ҫапӑннӑччӗ.
Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобуспа «Мерседес» тиев машини ҫапӑннӑ — телее автобус водителӗ ҫеҫ суранланнӑ.
«Неоплан» Йошкор-Оларан ҫула тухнӑ, унпа 37 пассажир Мускава ҫитесшӗн пулнӑ. Ҫул-йӗр йӗркине тытакансем пӗлтернӗ тӑрӑх автобус малта пыракан транспорта иртсе кайма тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ пулнӑ, водитель йӑнӑшне пула хирӗҫ пыракан тиев машинипе айӑккинчен ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне полиципе инкеклӗ ӗҫсен министрествин (ИӖМ) ӗҫченӗсем, васкавлӑ пулӑшу машинисем ҫитнӗ — ӗҫ епле пулса иртнине тӗпчеме пуҫланӑ. Мускава ҫула тухнисем валли вара ҫӗнӗ автобус панӑ.
Етӗрне районӗнче паян пӑтармах сиксе тухнаран Ми-8 вертолет анса ларнӑ. Республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗҫев аппаратӗнчи ҫынсем суранланман. Инкек-синкекрен сыхланас тӗлӗшне унта тӳрех Муркашпа Етӗрнери пушар хуралӗн машинисем вӗҫтернӗ, ИӖМ ӗҫченӗсем те ҫула тухнӑ. Ырра — инкек аякран иртнӗ, ларнӑ хыҫҫӑн сулахайри двигателӗн пушар датчикӗ тӗрӗс мар ӗҫленине палӑртнӑ.
Вертолет Хусантан Мускав облаҫне вӗҫнӗ — ӑна ҫак ҫула газ пӑрӑхӗсене тӗрӗслесе пыма янӑ. Унта виҫӗ пилотпа икӗ инженер вӗҫнӗ пулнӑ.
Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнӑ.
Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ.
Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ.
1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматургӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Краснов Георгий Васильевич уйрӑлса кайрӗ.
Георгий Васильевич 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Йӗрхкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Явӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта, Ҫӗрпӳ ял хуҫалӑх техникумӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Колхоз председателӗ, Чӑваш АССРӗн радиовещанипе телевидени комитечӗн тӗп редакторӗ тата председатель ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш АССР ҪП правлениӗн председателӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Юлашки ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультечӗн профессорӗ пулса ӗҫлерӗ.
Георгий Краснов 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ: «Кӑмӑл туртӑмӗ» (1973), «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет» (1974), «Ӗмер тикӗс килмест» (1979), «Кавар» (2004), «Кӗвеҫекене кӗвӗ ҫиет», «Телей патне виҫӗ ҫухрӑм», «Ҫитетпӗр хӗрӗхе, иртетпӗр хӗрӗхрен», «Хӗрлӗ тюльпан» (2007), «Чипер хӗр ача Ксени» (2010) тата ыттисем.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланта тата Чурпайра утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче асфальт ҫинче пӑр ташларӗ. Кунашкаллине ача-пӑча ҫеҫ мар, ваттисем те халиччен курман теҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫил хӑшӗсен сарай ҫивиттине сӳсе урамалла пенӗ, теприсен чӳречисене ҫӗмӗрнӗ, виҫҫӗмӗшӗсен пӳрчӗсене сиенленӗ.
Ҫумӑр хыҫҫӑн та пӑрсем симӗс курӑк ҫинче шултра шӑрҫасем пек сапаланса чылай выртрӗҫ. Пысӑкскерсем ӑҫтан час ирӗлччӗр?
Ачасен кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне, наци сӗмлӗхне аталантарасси питӗ ҫивӗч тӑрать. Этемӗн ҫак енӗсене ачаранах аталантармасан унран тӑван ҫӗршыва чунтан-чӗререн парӑннӑ чӑн-чӑн этем пулаймӗ.
Тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрени, тӗрлӗ ӗҫ-пулӑмсем ирттерни, чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе тӗлпулусем йӗркелени, тӑван халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывни ачасен наци сӗмне вӑйлатать.
Палтай шкулӗнче (Етӗрне районӗ) пултаруллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесе ачасене явӑҫтарасси йӑлана кӗчӗ. Ҫулсерен шкулта ятарласа Чӑваш чӗлхипе литературин уявне ирттерме тытӑнтӑмӑр. Кӑҫал ку уява Чӑваш чӗлхин кунне халалларӑмӑр. Палӑртнӑ кун чӑваш тӗррри-эрешӗпе илемлетнӗ зала лӑк тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ. Шкула хӑнана Чӑваш Республикинчи профессилле писательсем Арсений Тарасов, Василий Кервен, «Самант» журналӑн шеф-редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, Николай Львович Сапожников — районти этем тата ҫутҫанталӑк центрӗн ертӳҫи, хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑ, Валерий Муравьев таврапӗлӳҫӗ килсе ҫитрӗҫ.
Акан 17-18-мӗшӗсенче «Мир» телеканал «Хранители рун» тата «Ҫулҫӳревсем» ятлӑ телекуравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Курас тесен эсир ӑна ҫав кун http://mirtv.ru адреспа пӑхайратӑр. «Раҫҫей пӑлхарӗсем» ятлӑ фильмсен пухӑвне Владимир Путин тытса пыракан «Вырӑс географи ӑсчахӗсен ушкӑнӗ» хатӗрленӗ. Операторсем пӗлтӗр Чӑваш Енре иккӗ килсе кайнӑччӗ — авӑнра тата раштавра. Палӑрӑмлӑ пуҫарӑва республика элтеперӗ Михаил Игнатьев, халӑхӑмӑр паллӑ ӑсчахӗсем, аластисем, халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх Раҫей халӑхне хальхи чӑвашсем авалхи йӑла-йӗркисене тирпейлӗн сыхласа аталантарма тӑрӑшнине кӑтартмалла. Тӑван енӗн сыхланса юлнӑ ҫутҫанталӑкӗ, авалтан пыракан йӗрки, ҫухалман алӑсталӑхӗ ҫак проектра чи паллӑ вырӑн йышӑнмалла тет.
Комсомольски районӗнчи «Каҫал» фольклор ушкӑнӗ чӑваш туйӗн илемлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фильм авторӗ Елена Заднепровская хӑй туйӑмӗсене пытараймасӑр «эпӗ нихӑҫан та ниҫта та ҫакӑн пек илемлӗ туй ӳкерменччӗ», — тесе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |